«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022»

       Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци ирттересси çинчен пĕлтерчĕç. Вăл 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртрĕ.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

-        тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси;

-        чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

-        чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак акцие хастар хутшăнчĕç. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма ытларах 7-10 классенче вĕренекен ачасем кăмăл турĕç. Тĕрĕслесе хак панă хыççăн «5» паллă илекенсен шучĕ 5 ачан пулчĕ, «4» паллă илнисем – 3, ыттисен вара тĕрĕс çырассипе çыхăннă правилăсене ытларах аса илмелле. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйсене чăвашла мĕн таран тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслерĕç, «2» паллă çукки савăнтарчĕ. Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать теççĕ.