«Чăваш Енĕн çыруллă культури» онлайн-викторина

«Чăваш Енĕн çыруллă культури» онлайн-викторина

      2021 çулта çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе 150 çул çитрĕ. 1871 çулта Иван Яковлевич Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр хăйĕн пулăшаканĕсемпе пĕрле чăваш чĕлхин сасă тытăмĕн уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса алфавит тунă. Чăваш çырулăхĕн аталану çул-йĕрĕ вăрăм та тарăн. Чăваш халăхĕн çыруллă культурин историне пĕлес тĕллевпе Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн 7-10 класра вĕренекенсем «Чăваш Енĕн çыруллă культури» онлайн-викторинăна хутшăнса пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Викторинăра панă 15 ыйтăва тĕрĕс хуравлама ансат пулмарĕ. Апла пулин те, пур ыйтăва та тĕрĕс хуравлакан кашни класранах пулчĕ. Пысăк балл пуçтаракан ачасене саламлатпăр, чăваш чĕлхипе культурине юратакансене малашне те ăнăçу сунатпăр.