Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуҫласа 27-мĕшĕччен Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ иртрĕ. Ҫак хушăра класс тулашĕнче тĕрлĕ ĕҫ туса ирттерчĕҫ. И.Я.Яковлев 171 ҫул тултарнине халалласа аслăрах классенче «Ан сӳнтĕр И. Я. Яковлев халалĕ» урок иртрĕ. Ачасем урокра тăрăшса ĕҫлерĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене ҫӳллĕ шайра кăтартрĕҫ. Вĕренекенсем эрне тăршшĕпех И.Я.Яковлев пурнăҫĕпе пултарулăхне халалланă презентаципе паллаштарĕҫ, вулав урокĕсем ирттерчĕç.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13 сехетре шкул ачисемпе вĕрентенкенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцие хутшăнчĕç. 5-9 классенче ăс пухакансем А. Николаевăн Тани Юн пултаруллă киноактриса çинчен «Мăнаçланатпăр, мухтавăмăр…» ятлă текст тăрăх диктант çырчĕç. Ачасем чăваш чĕлхине аван пĕлнине кăтартса пачĕç.
Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе район шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухнă ачасем сăвăсене пăхмасăр илемлĕ каласа пачĕç. Эрнелĕх тухăҫлă та усăллă иртрĕ.