Янра ялан, чăваш чĕлхи!

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пулчĕ. Çак эрнене пĕтĕмлетсе 2,4 классенче вĕренекенсем «Янра ялан, чăваш чĕлхи!» уяв ирттерчĕç. Ачасем уява хатĕрленсе чăвашла сăвăсем калама, юрăсем юрлама, чăваш ташши ташлама вĕреннĕ.

Малтанах уяв пуçламăшĕнче чăваш гимнĕ янăрарĕ. Пурте ура çине тăчĕç. Унтан ачасем «И.Я.Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни» презентаци пăхрĕç. Ун хыççăн уява ертсе пыракансем сăмах илчĕç: «Паян эпир сирĕнпе ĕмĕрсем хушши аталанса пынă чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе çывăхрах паллашас шухăш-ĕмĕтпе пухăнтăмăр çак çутă класа. Паянхи куна чăваш чĕлхине халаллатпăр».

Ачасем сăвăсене литмонтаж евĕрлĕ вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Чăваш ташши тата мĕнле илемлĕ те çăмăл! Хĕр ачасен ушкăнĕ ташланă чăваш ташши питĕ килĕшÿллĕ пулчĕ.

Мĕн тери çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхи! Кашни сăмахĕ чуна пырса тивет. Анчах та тепĕр чухне эпир таса чăваш чĕлхине варалатпăр, чăвашла-вырăсла пăтратса калаçатпăр. Çакна ачасем «Ялта пулса иртнĕ истори» сценкăра кăтартса пачĕç, чăвашла тĕрĕс калаçмаллине ăнланса илчĕç. Уяв вĕçĕнче «Илемлĕ» чăваш юрри янăрарĕ.