Çакăн пек ятпа Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 8-9 класс ачисем хушшинче интеллектуаллă вăйă-ăмăрту иртрĕ. Тăван сăмах илемне, пуянлăхне туйма пултарчĕç ачасем çак вăйăра. Команда капитанĕсем пĕрин хыççăн тепри параппан ăшĕнчен сас паллисем туртса кăларчĕç. Сас палли вара конкурссен тĕсне палăртать:
- А – Блиц-хурав
- Ă – Чăваш писателĕсен псевдонимĕсене пĕлетĕр-и?
- Б – Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр
- В – Эп пуçлатăп – эсир вĕçлĕр
- Г – Тупсăмĕ мĕнле-ши?
- Д – Тĕрĕс хуравла
- Е – Тĕрĕссине суйла
- Ж – Çак йĕркесен авторĕ кам-ши?
- З – Литература жанрĕсем
Конкурсра çĕнтерӳçĕ ятне 21 балл пухса 7-мĕш класра вĕренекен Виктория Рыжова илчĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Васильева Арина (17 балл), 7-мĕш класра вĕренекен Яковлева Марианна (14 балл) призерсем пулса тăчĕç. Мала тухнисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.