Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ – 2016

      Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 2-11 классенче  «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ – 2016» вăйă-конкурс иртрĕ. Шкулти 26 вĕренекен çак вăййа хутшăнма кăмăл турĕ. Конкурс ыйтăвĕсем çăмăлах пулмарĕç, çапах та ачасем йывăрлăхран хăрамарĕç. Пĕр сехет çурă пыракан ăмăртура тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç, малашне чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕсемпе ытларах кăсăкланмаллине ăнланчĕç. «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ – 2016» вăйă-конкурс пĕтĕмлетĕвне чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕнче палăртĕç.