Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче ĕç кунĕ чăваш гимнĕпе пуçланчĕ. Уяв пулни ачасен сăн-питĕнче те, тумĕнче те палăрчĕ. Уроксем хыççăн чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв пуçланчĕ. «Ăслăлăх тĕнчинче» пулса ачасем хăйсен тавçăрулăхĕпе пултарулăхне аталантарчĕç, тăван чĕлхе илемне, сăмах вăйне тата асамлăхне туйма вĕренчĕç, пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç. 5-7 классенче «Çăлтăрлă сехет» вăйă иртрĕ. Вылякансем вăййа хăйсемпе паллаштарнинчен пуçларĕç. Пилĕк станцире пулса чи хастар та тавçăруллă вылякан ята 7-мĕш класра вĕренекен Смирнова Элеонора тивĕçрĕ. Вăййа хутшăнакан ачасем И.Я.Яковлев биографине, унăн хайлавĕсене шĕкĕлчерĕç. Куракансем те ахаль лармарĕç. Панă сăмахри сас паллисемпе усă курса урăх сăмахсем тупрĕç. Ку тупăшура 7-мĕш класра вĕренекен Хораськина Наталия çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
9-11 классенче «Тăван сăмах – пин-пин ахах» интеллектуаллă ăмăрту иртрĕ. Команда капитанĕсем пĕрин хыççăн тепри параппан ăшĕнчен сас паллисем çырнă шарсене туртса кăларчĕç. Сас палли вара конкурссен тĕсне палăртать:
А. Блиц-хурав
Ă. Чăваш писателĕсен псевдонимĕсене пĕлетĕн-и?
Б. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр
В. Эп пуçлатăп – эсир вĕçлĕр
Г. Тупсăмĕ мĕнле-ши?
Д. Тĕрĕс хуравла
Е. Тĕрĕссине суйла
Ĕ. Авторĕ кам?
Ж. Литература жанрĕсем
Жюри кашни тĕрĕс хуравшăн балл лартса пычĕ. Тăватă команда хушшинче чи нумай балл пухса «Чăваш ачисем» (9 класс) мала тухрĕç.