Ку ман Чăваш ен

      Чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культури эрнин иккĕмĕш кунĕнче Хирти Мăнтăр вăтам шкул ачисем «Ку ман Чăваш ен» тема тăрăх хатĕрленĕ презентацисемпе паллашрĕç. Конкурса хутшăнакансем «И.А.Андреев профессор – шкул учебникĕсен авторĕ», «М.И.Скворцов профессор – словарь ăсти», «Ачасем валли çыракан хĕрарăм çыравçă (В.Элпи писатель 100 çул тултарнă май)», «Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисем, вĕсен хайлавĕсем», «И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ» тĕпчев ĕçĕсемпе мультимедийлă презентацисем кăтартрĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Афанасьева Татьяна ĕçне куракансем пысăк хак пачĕç.