Чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культури эрни пуçланчĕ

Эп, чǎваш ачи: саватăп чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

Юратап сăвва-юрра та, купăса та, кĕслене

Юрататăп вуламашкăн чăвашла та вырăсла.

Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн, эп пуласшăн ик ăслах!

 

     И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа  Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культури эрни пуçланчĕ. Пĕрремĕш кунах вĕренекенсен умĕнче чăваш чĕлхипе литература тата  тăван ен культури вĕрентекенĕ Лариса Николаевна Яковлева  эрнелĕх планĕпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Нина Алексеевна Смирнова Патриархăмăр кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ. Шкул коридорĕнче «Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе культури» курав уçăлчĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче шкул ачисемпе вĕрентекенсем курав умěнчен татăлмарěç.