«Юрататăп юрлама, юрататăп ташлама» - ачасен юрă-ташăри пултарулăхĕ

     Ачасен юрă-ташăри пултарулăхĕпе «Юрататăп юрлама, юрататăп ташлама» фестиваль паллаштарчĕ. Уявра чăваш ачисемпе пĕрле тутар ачисем те юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Гайзатуллина Гельнэфис «Анне» юрра шăрантарни пурне те килĕшрĕ. «Пĕр килти пекех пурнатпăр чăваш, вырăсĕ, тутар…» хорпа вĕçленĕ юрă фестивале илемлĕ сăн кĕртрĕ.