Н.Медведева.
Пĕлÿ тĕнчине шалтан-шала кĕрсе пыма, тĕрлĕ предметсене интересленсе шĕкĕлчеме пĕрре те çăмăл мар. Хăшĕсене математика, физика евĕр предметсем çăмăллăн парăнаççĕ, теприсем гуманитари ăслăлăхĕсемпе интересленеççĕ. Пĕрисем спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ, ыттисем юрра-ташша пултараççĕ.
«Пур енлĕн аталаннă каччă вăл»,— теççĕ Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухакан Сергей Можаев пирки учительсем. Чăнах та, çамрăкăн интересĕсем тĕрлĕ, тавра курăмĕ анлă. Шкул предмечĕсене ячĕшĕн çеç мар, йăлт ăнланса, ас туса юлма тăрăшса шĕкĕлчет вăл. Час-часах районти олимпиадăсене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен, призерсен шутне кĕрет. Унсăр пуçне «Русский медвежонок», «Кенгуру» вăйăсенчен айккинче тăрса юлмасть, лайăх кăтартусемпе палăрать. Юратнă предметсем нумай Сергейĕн, çапах пуринчен ытла вăл физикăпа информатикăна кăмăллать, вĕсенче учитель сăмахĕсене пĕр сиктермесĕр тăнлать, ас туса юлма тăрăшать. Урокра илтнипе çеç çырлахмасть каччă, Интернетран мĕн интереслентернине тупса вулать, тавра курăмне анлăлатать.
С.Можаева компьютер тĕнчи питĕ илĕртет, çавăнпа та вăл пушă вăхăтра вĕсемпе тăрмашать, çĕнĕ программăсемпе ĕçлеме вĕренет. Çĕмĕрĕлнĕ компьютерсене те юсама пултарать, çакна кура ял çыннисем килти компьютерĕсем «чирлесен» тÿрех ун патне пулăшу ыйтма килеççĕ. Турткаланса тăмасть Сергей, пултарнă таран пулăшма тăрăшать.
Спортпа мĕн ачаран туслă, пултаруллă çамрăк шкулта, районта иртекен ăмăртусене час-часах хутшăнать. Кашни кун уроксем хыççăн шкул спортзалĕнче волейболла выляма юлать.
Шкул пĕтерсен мĕн тума палăртса хунă-ха маттур каччă; «Пурнăçра хăвăн вырăнна тупас тесен, паллах, вĕренни кирлĕ»,— пĕлтерчĕ С.Можаев. — Техникăпа çыхăннă професси алла илме ĕмĕтленетĕп».