Тĕрĕс калаçма хăнăхтарар |"Каçал Ен"

Л.Зайцева.

Ача-пăча ăс-тăнне аталантарассинче чĕлхе питĕ пысăк вырăн йышăнать. Чĕлхе урлă ача тĕрлĕ информаци пуçтарать: ытти çынсемпе пуплет, мĕн пĕлменнине ыйтса пĕлет. Пурнăç тăршшĕпех этем хăй калаçăвне анлăлантарса пырать, чĕлхине пуянлатать. Çапах та чĕлхе аталанăвĕн чи вăйлă тапхăрĕ ача пĕчĕк чухне, шкулта вĕреннĕ çулсенче пулать. Çавăнпа та ачасен чĕлхине шкула кайиччен мĕнлерех аталантармалли çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет.

Шкул çулне çитмен ачасен чылай чухне чĕлхи чухăн, пĕр евĕрлĕ сăмахсенчен тăрать. Паянхи çемьесенче ытларах чухне 1 е 2 ача, çавăнпа та вĕсене тантăшсемпе хутшăнни, пĕр-пĕринчен курса е илтсе аталанни çитмест. Унччен ачасем пушă вăхăтра кунĕпех урамра кăшкăрмалли, юрламалли вăйăсем вылянă пулсан, халĕ вĕсем вăхăта телевизор е компьютер умĕнче ирттерме кăмăллаççĕ. Сехечĕ-сехечĕпе пĕр сăмах чĕнмесĕр компьютер çине шăтарасла пăхса ларнисем те пулаççĕ. Аслисем те вĕсен чĕлхине пуянлатас, калаçăвне аталантарас тесе тăрăшмаççĕ: те вăхăт çитмест, те çакна тума пĕлмеççĕ.

Çавăнпа та паянхи кун 1-мĕш класа килекен ачасем хушшинче сăмахсене тĕрĕс мар калакансем, сасăсене пăтраштаракансем час-часах тĕл пулаççĕ. Çакă вĕсене вĕренме чăрмантарать, ытти ачасем кулнипе ача хăйĕнчен хăй вăтанма, çынпа калаçассинчен пăрăнса çÿреме тытăнать.

Сăмахсене тĕрĕс мар каласси ачапа пĕчĕк чухне аслисем мĕнле калаçнинчен те килет. Сăмахран, ура вырăнне — тяппи, канфет вырăнне — каття, çăмарта вырăнне — маття тесе каласан, çак сăмахсем пĕчĕк çын асĕнче шăп çакнашкал сыхланса юлаççĕ. Аслисен тĕнчинче йышăннă сăмахсемпе калаçас тесен ачан малтан вĕреннине манса хăйĕн сăмах пуххине çĕнĕ ăнлавсем кĕртмелле, вĕсене ас туса юлма тăрăшмалла. Унсăр пуçне хăш-пĕр амăшĕсем ачапа юри селĕп калаçаççĕ. Çакăн пек калаçсан вăл вĕсене лайăхрах ăнланать тесе шутлаççĕ-ши; Ача вара йăлт аслисем евĕрлĕ тума тăрăшать, сасăсене те йăнăш ас туса юлать.

Хăш-пĕр ача селĕп калаçни сасăсене тĕрĕс мар илтнипе çыхăннă. Çакăн пек ача сăмах тишкерĕвĕ ирттернĕ чухне питĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Вулама-çырма вĕрентме те ăна питĕ йывăр. Çавăнпа та шкула кайман ачан илтес туйăмне аталантарма, тимлĕхне ÿстерме тăрăшмалла. Теприсем вара тĕрĕс илтеççĕ, анчах каланă чухне вĕсен пур сасă та тĕрĕс тухмасть. Кун пек ачасемпе ĕçлеме çăмăлрах, мĕншĕн тесен вĕсем çырнă чухне йăнăшсăрах çырма пултараççĕ.

Сасăсене тĕрĕс калама тата илтме вĕрентес тесен, пĕчĕк сăвăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, тĕрлĕ хайлавсенчен илнĕ йĕркесемпе усă курма пулать. Ачасем вĕсене час-часах илтсен ас туса юлаççĕ, калама вĕренеççĕ, тĕрĕс сасăсем кăларма хăнăхаççĕ. Хăвăрт каламалли рифмăллă йĕркесем те чĕлхене аталантарма пулăшаççĕ.

Сăмахри сасă мĕнле каланине çирĕплетсе хăварма уйрăм сыпăксемпе калани те усăллă. Нумай чухне ачасене ку килĕшет, вĕсем ăна вăйă вырăнне хурса сăмахсене сыпăкласа çÿреççĕ. Ку ĕç йăлăхтарсан çак сăмахсемлĕ кĕске рифмăланă каларăшсемпе усă курмалла. Малтан ача аслисем хыççăн каласа пырать, кайран хăй тĕллĕн калама тăрăшать.

Пĕтĕмлетсе çакна палăртма пулать: ача тĕрĕс калаçасси нумай чухне аслисенчен килет. Çавăнпа та ун чĕлхин аталанăвĕ хăй тĕллĕн çеç пулса ан пытăр, ăна аслисем пĕлсе йĕркелеччĕр.