Кунĕпе шкулта, ачасем хушшинче иртет учитель пурнăçĕ. Шăпăрлансенчен чăн-чăн çын ÿстерес, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парас тесе нумай тăрăшма тивет. Шăнкăрав сас панинчен, ачасен шавлă ушкăнĕ класа кĕрсе вырнаçнинчен пуçланать вĕрентекенĕн кунĕ. Кашни ир — çумăрта та, çил-тăманра та — юратнă шкула васкаççĕ ĕçе чунтан парăннă учительсем.
44 çул шкул сукмакне такăрлатнă Хирти Мăнтăрти Тамара Александровна Артемьева. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те учительсем пулнă, аппăшĕпе йăмăкĕ те çав çулпах кайнă. Çамрăк хĕр малтанах медицина енĕпе кайма ĕмĕтленнĕ, анчах шăпи урăхла çаврăнса тухнă. Учительсем çитмен пирки 1967 çулта ăна 1-мĕш классене вĕрентме Тăманлă Выçли шкулне янă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, ăс-тăнне пуянлатнă. Сиккасси шкулĕнче те, Хирти Сĕнтĕрте те ĕçленĕ çамрăк учитель, ачасене биологи, хими, географи предмечĕсене вĕрентнĕ. 1977 çулта вара каялла тăван яла çаврăнса çитнĕ, Хирти Мăнтăр шкулĕнче вăй хума пуçланă. Завучра та, директорăн класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелесе пыракан çумĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. 1990 çулта Тамара Александровнăна шкул директорĕ пулма суйланă. 16 çул вăл çак вырăнта вăй хунă, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлама тăрăшнă.
Çăмăл-и директор пулма тесе ыйтсассăн, Тамара Александровна татăклăн «çăмăл мар» тесе хуравларĕ. «Çăмăл ĕç ăçта пур вăл; Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхсем пур. Вĕсенчен хăраса тăрсан малалла каяймăн»,— хушса хучĕ унтан.
Акă, тĕслĕхрен, вăл директорта ĕçлеме пуçланă чухне коллектив çамрăк пулнă, çирĕпленсе çитеймен-ха. Тин ĕçлеме пуçлакан специалистсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене пĕр пысăк «çемьене» пĕрлештересси, паллах, çăмăл мар. Халĕ коллектив йĕркеленсе çитнĕ ĕнтĕ. Пурте çак шкулта чылай çул вăй хураççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ, тавлашуллă самантсенче пĕрле ларса калаçса тĕрĕс хурав шыраççĕ.
Тамара Александровнăна ачасем те питĕ юратаççĕ, унăн урокĕсенче интереслĕ пулнине, нумай çĕнни пĕлме пултарнине палăртаççĕ. Ĕçре пултаруллă учителе çамрăк чухне тĕрлĕ çĕр-шывсене кайса курса çÿрени пулăшать. Лара-тăра пĕлмен хĕр Германире, Чехословакире, Францире, Турцире, Италире тата ытти хăш-пĕр çĕр-шывсенче пулса курнă, Вăтаçĕр тинĕсĕ тавра çаврăннă. Урăх çĕр-шыв, хуласемпе интересленесси унăн 1969 çулта Атăл тăрăх теплоходпа çул çÿренĕ хыççăн пуçланнă. Чылай çĕре çитсе курни географи урокĕсене ирттерме питĕ те вырăнлă пулнă.
Тăрăшуллă учителе Чăваш АССРĕн Çутĕç министерствин (1977), Вĕрентÿ, наука тата аслă шкул министерствин (1996) грамотисене парса чысланă, районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 2000 çулта вара вăл РФ «Вĕренÿ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Халĕ Тамара Александровна тивĕçлĕ канура, нумаях пулмасть ĕçлеме пăрахрĕ. Пурпĕр чунĕ шкулаллах, учительсем, ачасем патне туртнине пĕлтерет вăл. «Мĕншĕн пăрахрăр; Си-рĕнпе лайăхчĕ, теççĕ те ачасем, питĕ каялла таврăнас килсе каять»,— ассăн сывлать учитель. Ĕçлеме пуçланă чухнехи тата хальхи ачасене танлаштарать те вăл, юлашки 1—2 çулта вĕсен вĕренес туртăмĕ хавшанине палăртать. «Унччен ачасем питĕ географипе интересленетчĕç, тăхтавра та карттă умне пухăнса хуласем, юхан шывсем тупмалла вылятчĕç. Халĕ вара телефонсемпе выляса лараç-çĕ»,— пăшăрханса пĕлтерет ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ учитель.