Учительсен кунĕ ячĕпе | "Каçал Ен"

Н.Рафинова.

Çак кунсенче районта Ваттисен тата Учительсен кунĕсене уявларĕç. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн ĕçченĕсем икĕ уява пĕрлештерсе мероприяти йĕркелерĕç. Октябрĕн 5-мĕшĕнче Учительсен кунне халалласа самоуправлени кунĕ ирттерчĕç. 9—11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсене учитель вырăнĕнче туйма пултарчĕç, ытти классенче уроксем ирттерчĕç. 11-мĕш класри А.Данилов директор, 9-мĕш класри А.Васильева завуч пулчĕç. Уроксем хыççăн савăнăçлă мероприяти пуçланчĕ. Кашни класс юратнă учителĕсене саламлама пĕрер номер хатĕрленĕ. Ачасем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, шкул çинчен такмаксем шăрантарчĕç. Уйрăмах 11-мĕш классен «Журавли», 8-мĕш классен «Ытарайми çыннăмăрсем» юррисем куракансене тыткăнларĕç. 10-мĕш классен шкул пурнăçĕ çинчен лартнă инсценировки те, 5-мĕш классен ташши те ыттисен кăмăлне кайрĕç.

Уява нумай çул çак шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем те килчĕç. Савăнăçлă концерт хыççăн вĕсене сĕтел хушшине лартса чей ĕçтерчĕç. Кăçал кăна ĕçлеме пăрахнă учительсем шкулти ĕç-пуçпа интересленчĕç, шкул пурнăçĕшĕн тунсăхланине пĕлтерчĕç.