Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ Чăваш Республикин символĕсен кунĕ. Чăваш çĕр-шыв гимнĕ Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче уроксем умĕн кашни класрах янăрарĕ. Мăнаçлăн шăрантарчĕ ăна кашни ача. Пирĕн чăвашсен чăваш символикисем çинчен пĕлмеллех. Çакна 10 класс ачисем çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем Чăваш Ен гербĕ, Чăваш Енĕн патшалăх ялавĕ, Чăваш Енĕн гимнĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.
Чăваш Ен гербĕ ылтăн тĕспе витнĕ геральдика хулканĕ евĕр. Геральдика хулканĕн хĕррисем чăваш çĕрне кăтартса параççĕ. Чăваш çĕрĕнче пурнăç йывăççи ларать. Пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăç çулне кăтартать. Чăваш çĕрĕн тата йывăçĕн хĕрлĕ тĕсĕ чăвашсем яланах хăйсен ирĕклĕхĕшĕн пулнине, хăйсен йăла-йĕркине упраса хăварнине кăтартать. Хулккан çинчи çутă сарă тĕс Хĕвеле — Çĕр çинчи пĕтĕм чĕр чуна пурнăç паракана — сăнласа кăтартать. Геральдика хулкканĕ çинче виçĕ сакă кĕтеслĕ çалтăр курăнать. Вĕсем чăвашсен авалхи виçĕ хĕвеле сăнласа кăтартаççĕ. Ку орнамента чăваш тĕрринче анлă усă кураççĕ, вăл хитрелĕхпе чапа кăтартать. Ӳкернĕ хăмласем чăвашсен чи пысăк пурлăхне хăмлана кăтартать. Кĕрен харшăллă ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики» - «Чувашская Республика» тесе çырнă, вăл хăмлан хăйне евĕр ӳкерчĕкĕпе вĕçленет.
Чăваш Енĕн патшалăх ялавĕ тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаççĕ. Ялавăн тĕп палли — «Пурнăç йывăççи» — чăваш халăхĕн вăрăм кун-çулĕн палли. Тĕксĕм хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, çакă ĕнтĕ халахăн авалхи йăла-йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш сарă тĕс — пĕтĕм тĕнчене пурнăç халаллакан Хĕвел тĕсĕ. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр — чăваш орнаментĕнче питĕ анлă сарăлнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕçе пĕлтерет. Ялав авторĕ — Чăваш Енĕн халăх ӳнерçи Элли Михайлович Юрьев. Герб тата ялав Чăваш Республикин 1997 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» саккунĕнче çирĕплетсе палăртнă.
Уроксем хыççăн «Çăлтăрчăк» вăйă-кункурса хутшăнакансем чăваш чĕлхипе литература кабинетне пуçтарăнчĕç. Яковлева Лариса Николаевна вăйă-кункурс условийĕсемпе паллаштарчĕ. Конкурсантсем тĕрлĕ станцисенче пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Гибатдинова Диана (7 класс) чи маттурри пулчĕ.