Çулсеренех эпир акан 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Çурхи чĕрĕлӳпе пĕрле килекен ку уяв чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И.Я. Яковлев (1848-1930) ячĕпе тачă çыхăнса тăрать. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1868) пирĕн халăхшăн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр: çĕр-çĕр вĕрентекен, литературăпа искусство çынни ăс-тăн илнĕ унта. А.В. Рекеев, П.М.Миронов, Н.М.Охотников вĕрентекенсем, К.В. Иванов, Н.В. Шупуççынни, Тайăр Тимкки, Ф.П. Павлов, И.С.Максимов-Кошкинский, А.А. Кокель тата ыттисем те хăйĕн вĕрентекенĕн «чăваш ĕçне» маллалла тăснă. Яковлев пил панипе тĕттĕм тенĕ чăваш ялĕсенче вун-вун шкул уçăлнă.
И.Яковлев «Чăваш букварĕ» (30 ытла кăларăм), «Чăвашсене вырăсла вĕрентмелли пирвайхи вĕренӳ кĕнеки», «Букварь хыççăн чăвашла вуламалли пĕрремĕш кĕнеке» ытти 17 кĕнекепе брошюра, педагогика тата ытти 42 статьяпа документ пичетлесе кăларнă. Вĕрентекенĕмĕрĕн тулли сăнарĕ «Манăн пурнăç» кĕнекере сăнланнă. Иван Яковлевич Яковлев Чăваш халăхне парса хăварнă «Халалĕ» ăрусем валли панă пил шутланать. Этем ăсне, вĕренĕве, кăмăл–сипетне, çемье, тăван чĕлхе, килĕшĕве, Турă хушнине тĕпе хурса пурăнма халаллать Аслă Вĕрентекенĕмĕр. Паян та кивелмест çак вĕрентӳ, кашни чăваш çыннине вăй-хал парса тăрать.
Чăваш чĕлхи — пирĕн тăван чĕлхе. Ку чĕлхене атте-анне парнеленĕ, унпа мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ӳснĕ эпир. «Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ӳснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем — анне чĕлхи!» — тесе çырать Валем Ахун çыравçă. Чăнах та, епле пархатарлă туртăм вăл тăван чĕлхене сума суни. Вăл хамăрăн атте-аннемĕре тав туниех.
Паян шкулта пысăк уяв. Уява илем кÿрекенсем – чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулакансем. А.Алка, Я.Ухсай, Митта Ваçлейĕ, П.Хусанкай, С.Шавли, В.Туркай çырнă сăвăсем янăрарĕç сцена çинче. Куракансене уйрăмах Вишнева Яна (1 класс), Александрова Наталья (1 класс), Данилов Александр (4 класс), Самарин Дмитрий (4 класс), Сулагаева Елена (4 класс), Константинова Ольга (5 класс), Платонова Наталь (6 класс), Валетова Татьяна (7 класс) пăхмасăр каланă сăвăсем килĕшрĕç. Жюри членĕсем тивĕçлĕ вырăнсм пачĕç.