Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ. Унăн хайлавĕсем вĕренÿ кĕнекисене кĕнĕ. Çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Миронова Людмила (8 класс) 6-9 класс ачисем умĕнче тухса калаçрĕ. Афанасьева Татьяна, Алямшина Людмила, Платонова Наталья Юхма Мишши çырнă «Çĕр улми аврипе Мăян» юптарăвĕ тăрăх инсценировка лартрĕç.
Я.Ухсай ку çул 100 çул тултарать. Юбилей тĕлне хатĕрленĕ «Ухсай – çĕр поэчĕ» презентаципе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Смирнова Нина Алексеевна паллаштарчĕ. Ун хыççăн Ухсай сăввисене 8 класс ачисем вуларĕç.
«Чун уявĕ хыççăнхи шухăшсем»… Туркай уявĕнче пулнисем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене ачасен умĕнче каларĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай чăн-чăн халăх поэчĕ пулнине çирĕплетрĕç.