Чун уявĕ

     Линейка умĕнче Смирнова Нина Алексеевна чăваш чĕлхипе литература эрнин программипе паллаштарчĕ. Çак кунах 9-мĕшпе 10-мĕш класра вĕренекенсем Чăваш халăх поэчĕпе Валери Туркайпа тĕл пулма васкарĕç. Юбиляр (кăçал вăл 50 çул тултарчĕ) Комсомольскинчи Культурăпа кану центрне килсе çитрĕ. Чăннипех чун уявĕ пулчĕ тесе калас килет. Сцена çинче Туркай сăввисем янăрарĕç. Пирĕн шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Катя Данилова та «Чăваш тупи» сăвва илемлĕ вуласа пачĕ. Туркай сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем те куракансен кăмăлне кайрĕç, кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Поэт ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, пурнăçĕнчи асра юлнă самантсем залра ларакансен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.

     Туркай хăй сăввисене вулани те, вăл купăспа каланă кĕвĕсем те куракана тыткăна илчĕç.

     Юлашкинчен залпа пĕрле «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрларĕç, юбиляра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.